Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче полицейскисем хӑйсен професси уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Уяв умӗн Ҫӗнӗ Шупашкарта шалти ӗҫсен пайӗн ӗҫченӗсене, служба тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне вилнисене, халалланӑ палӑк уҫнӑ.
Служба вӑхӑтӗнче пуҫ хунӑ полицейскисене асӑнса пурте пӗр минут шӑп тӑнӑ. Унтан пӑшалтан виҫӗ хутчен пенӗ сасӑ шӑплӑха татнӑ. Палӑка уҫнӑ ҫӗре вилнӗ полицейскисен тӑванӗсем те килнӗ. Ҫӗнӗ палӑк умне чечексем хунӑ. Тин уҫӑлнӑ палӑка Владимир кнеҫ Соборӗн настоятелӗ Виктор Карлинов протоиерей сӑвапланӑ.
Палӑртмалла: ку палӑка 2000 ҫултах Шупашкарта тӗп урамра лартнӑ. 2010 ҫулта ӑна темшӗн илнӗ. Халӗ ав вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти ШӖМ умӗнче вырӑн тупнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Анастасия Терентьева 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, тыл ветеранӗ, вӑрҫӑ ветеранӗн тӑлӑха юлнӑ арӑмӗ.
Анастасия Михайловна Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Анат Ҫӗрпӳкасси ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Василий Терентьева качча тухнӑ. Анчах тӑватӑ ачине унӑн пӗчченех ӳстерме тивнӗ, мӗншӗн тесен мӑшӑрӗ часах ҫӗре кӗнӗ.
Халӗ кинемей хӗрӗн ҫемйипе пурӑнать, кӗнеке вулама кӑмӑллать, хӑй тӗллӗнех Тӗлӗнтермӗш ӗҫсем тӑвакан Николай ячӗллӗ чиркӳре иртекен кӗлӗсене ҫӳрет, хӗрне кил-тӗрӗшре пулӑшать.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Анастасия Михайловнӑна юбилей ячӗпе вырӑнти тӳре-шара, депутатсем килне пырса саламланӑ, Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн ятран панӑ саламне вуласа кӑтартнӑ.
Паян Чӑваш Енӗн Стройминӗнче Хула тӑвас енӗпе ӗҫлекен канаш ларӑвӗ иртрӗ. Малтанласа лару пӗр сехетре вӗҫленессе шанни тӳрре килмерӗ.
Канаш ларӑвӗнче Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ территорисене аталантарас ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Вӗсенчен иккӗшӗ микрорайон тӑвассипе ҫыхӑннӑ, тепри — яла аталантарассипе.
Шупашкар районӗнчи Типҫырма патӗнче тӑватӑ хутлӑ ҫурт тӑвас шухӑшлисене ырламарӗҫ, юнашарти икӗ хула аталанӑвне шута илмен тесе «Спутник» микрорайон проекта тиркерӗҫ.
«Юраково» микрорайон Шупашкар районӗнчи Арккасси ялӗнчен ҫурҫӗр еннелле вырнаҫӗ. 38,77 гектар лаптӑк ҫинче тӑватӑ хутлӑ ҫуртсем пулӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхне кӗрекен Кипечкасси ялӗ ҫумӗнчи 5 ытла гектар ҫинче ывӑлӗсемпе мӑнукӗсем валли пӳрт тӑвасшӑннине пӗлтерчӗ.
Балти флотӗнче тепӗр тральщик ятне Чӑваш Енпе ҫыхӑнтарнӑ. Вӑл «Ҫӗнӗ Шупашкар» ятлӑ пулӗ. Ят парасси пирки хушӑва официаллӑ майпа алӑ пуснӑ ӗнтӗ.
Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Балти флочӗн командующийӗ Александр Носатов «БТ-212» база тральщикӗн ятне улӑштарасси пирки документ алӑ пуснӑ. Ӑна «Ҫӗнӗ Шупашкар» теме йышӑннӑ. Ку ята парасси пирки ҫурла уйӑхӗнчех калаҫнӑ.
Ку тральщик 49 метр ҫӳллӗш, вӑл Балти флочӗн йышне 1991 ҫулта кӗнӗ.
Сӑмах май, Балти флотӗнче Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ карапсем пур ӗнтӗ. Унччен ракета катерне «Чӑваш Ен» ят панӑ. Тепӗр ракета катерӗ «Шупашкар» ятлӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫӗнӗ масарӗнче те виле пытармашкӑн вырӑн сахаллансах пырать иккен. Ҫакна шута илсе вырӑнти влаҫ унӑн лаптӑкне тата пысӑклатасшӑн. Патшалӑх туянӑвӗсен официаллӑ порталӗнче кун пирки паян, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, хыпар вырнаҫтарнӑ.
Унти информаци тӑрӑх контракт мӗн хака кайса ларасси те паллӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн хула хуҫалӑхӗн управленийӗн саккасӗпе килӗшӳллӗн конкурсра ҫӗнтерекен предприятин ҫак ӗҫе 1 879 695 тенкӗпе пурнӑҫламалла пулӗ.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ, пысӑклатнӑ масар тавра икӗ метр ҫӳллӗш тата 600 ытла метр тӑршшӗ карта тытса ҫавӑрӗҫ, шала юлнӑ лаптӑкри йывӑҫсене йӑлтах касса тирпейлӗҫ, тымарӗсене кӑларса илсе кайӗҫ, ҫӑва территорийӗнче тирпей-илем кӗртӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӑвана пысӑклатасшӑн. Администраци куншӑн 1,9 миллион тенкӗ тӳлеме хатӗр. Ҫавӑнпа аукцион ирттересшӗн. Ҫӗнтерӳҫине юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче палӑртӗҫ.
Килӗшӗве алӑ пуссан ӗҫсене 60 кунра вӗҫлемелле. Ҫӑва хӑш еннелле тӑсӑласси хальлӗхе паллӑ мар-ха. Ҫакна документра палӑртман. Ҫӗнӗ лаптӑка карта тытса ҫавӑрӗҫ, 600 тӑваткал метра асфальт сарӗҫ, 829 йывӑҫа касӗҫ, 828 тункатана тӑпӑлтарма тивӗ. Тӗлӗнмелле, 1 тунката юлӗ. Унпа мӗн тӑвӗҫ-ши? Паллӑ мар-ха.
Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарта виҫӗ ҫӑва пур. Киввисем ТБО полигон тата Химпром» хушшинче, Липово ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Ҫӗнни – «Химпромран» хӗвеланӑҫ еннерех.
Хӗл ҫывхарать. Ҫӗнӗ Шупашкарта вара Атӑл хӗррине хӗрсе кайсах хӑтлӑлатма тытӑннӑ. Ӑна муниципалитетри ятарлӑ программӑпа хута яраҫҫӗ.
Ӗҫсене Винокуров урамӗнчен пуҫласа Женя Крутова урамӗ еннелле пурнӑҫлӗҫ. Кӑҫал 360 метр лаптӑка хӑтлӑх кӗртме палӑртнӑ. Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗччен 3 метр сарлакӑш тротуара, виҫӗ лапама, саксемлӗ ҫичӗ вырӑна тума палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ҫутӑсем, ливневкӑсем вырнаҫтарӗҫ. Строительство компанийӗ ку ӗҫе пурнӑҫлас тесе 13 747 744,89 тенкелӗх килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Аса илтерер: ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарта Атӑл хӗррине ҫитсен кӑмӑлсӑрланнӑччӗ. Унта тирпейсӗрлӗх хуҫаланни унӑн кӑмӑлне кайман.
Юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 15 сехет те 10 минутра Шалти ӗҫсен министерствин Ҫӗнӗ Шупашкарти пайӗнчен 33-ри арҫын тухса тарнӑ. Ӑна маларах Самар облаҫӗнчен тытса килнӗ. Вӑл ҫынсене улталаса пурӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Йӗрке хуралҫисем ҫынна тартнӑ тӑрӑх халӗ служба тӗрӗслевӗ ирттереҫҫӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру пулса иртнин сӑлтавне палӑртнӑ вӑхӑтра ШӖМӗн пайӗн пуҫлӑхне Владимир Баранова ӗҫлеме вӑхӑтлӑха чарнӑ. ШӖМӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти пайӗн тепӗр ӗҫченне те вӑхӑтлӑха ӗҫсӗр хӑварнӑ.
Самар облаҫӗнчен тытса Чӑваш Республикине илсе килнӗ арҫына йӗрке хуралҫисем малалла шыраҫҫӗ. Сӑнпа пӑхсан таркӑн — 30—35 ҫулсенче, 160 сантиметр тӑршшӗ, начар. Арҫын тӗксӗм кӑвак джинс шӑлаварпа, клеткӑллӑ кӗпепе, хӑйӑр тӗслӗ курткӑпа пулнӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурс иртнӗ. Ҫав кунах ӑна пӗтӗмлетсе ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ.
Хальхинче конкурс хулари таврапӗлӳпе истори музейӗн хӑтлӑ залӗнче иртнӗ. Унта пухӑннисен умне хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чепрасова, хула депутачӗсен пухӑвӗн депутачӗсем Наталия Добрянская тата Андрей Семенов тухса калаҫнӑ.
Пултаруллӑ ҫемьесене тӗрлӗ номинацире чысланӑ. Ҫапах хула конкурсӗнче Мясниковсене ҫитекенни пулман. Палӑртса хӑвармалла, Александр Владимировичпа Ольга Анатольевна икӗ ывӑл ӳстереҫҫӗ, Станислав — 15 ҫулта, Семен — 7-ре. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин чысне вӗсем Амӑшӗн кунӗ умӗн Шупашкарта иртекен республика шайӗнчи конкурсра хӳтӗлӗҫ. Пӗлтӗрхи ҫӗнтерӳҫӗсем — Кузнецовсен ҫемйи — Мясниковсене унта ҫӗнтерме ӑнӑҫу суннӑ.
Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче Ҫавал юханшывӗнче мотоциклист виллине тупнӑ. Мотоцикл шлемӗллӗ арҫынна шывра асӑрхани пирки ҫынсем правӑна сыхлакан органсене ӗнер, юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, систернӗ.
Шыври арҫын Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 52 ҫулти этем пулнӑ.
Усал хыпара пӗлнӗ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем следстви умӗнхи тӗпчев пуҫарнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкар арҫыннине ирӗксӗрлесе вӗлерни палӑрмасть иккен. Шухӑшлана тӑрӑх, арҫын мотоциклпа пынӑ чух ҫултан пӑрӑнса кайса юханшыва кӗрсе ӳкме пултарнӑ.
Ҫапах та татӑклӑ сӑмаха тӗпчевҫӗсем каярах калӗҫ, вилӗм сӑлтавне вӗсем палӑртнӑ хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарассмпе пуҫармасси палӑрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |